Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пулăшу пултăр усăллă

    Декабрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2005 çулхи январĕн 15-мĕшĕччен районта "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ятпа ырă кăмăллăх марафонĕ иртет. Çак тапхăрта тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленисĕр пуçне социаллă хỹтлĕх кирлĕ çемьесем, ачасем валли япаласем, укçа- тенкĕ, канцеляри таварĕсем тата ыттисене пухассине йĕркелеме палăртнă. Çак марафона кашнийĕн хутшăнсан тем пекех аван. Интернатра пурăнакан пепкесем ахаль те килти ăшша туймасăр ỹсеççĕ, çавăнпа та вĕсене тимлĕх ытларах кирлĕ. Пулăшатпăр тесе килтен тăхăнма пăрахнă, çĕтĕке çеç яма юрăхлă тумтир илсе килсе памаллине пĕлтермест. Тăлăхсен çуртĕнче пурăнакансен те хитре тумланас килет- вĕт.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 декабря 2005
00:00
Поделиться