Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем пур çĕрте те маттур

Иртсе пыракан çул, китайсен гороскопĕ тăрăх, автан çулĕ шутланать. Хăйĕн хитре сассипе савăнтаракан çак кайăк патăрьелсемшĕн чăннипех те ăнăçу илсе килчĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем хăйсем те пысăк тухăç пухса кĕртессишĕн сахал мар тăрăшрĕç. Ĕçлени харама кайман, район ял хуçалăх продукцине туса илессипе республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă. "Красное знамя" кооператив Чăваш Енри хуçалăхсем хушшинче виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Ĕçре те, юрă- ташăра та маттурах çав патăрьелсем!



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2005
00:00
Поделиться