Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Инвалидсемшĕн тăрăшса

Пирĕн районта 3905 сусăр тата 281 инвалид- ача пурăнать. Вĕсен йышĕ çулсеренех ỹссе пырать. Кăçал кăна медицинăпа социаллă экспертиза 307 çынна инвалида кăларнă. Сусăр çынсене патшалăх сахал мар пулăшать. Çăмăллăхсемпе компенсацисене, çавăн пекех реабилитаци пулăшăвĕсене вĕсем "Раççей Федерацийĕн инвалидсене социаллă пулăшу парасси çинчен" тата "Ветерансем çинчен" саккунсемпе тата 2002-2005 çулсем валли йышăннă "Чăваш Республикинчи инвалидсене социаллă хỹлĕх парасси çинчен" программăпа килĕшỹллĕн илсе тăраççĕ. Кăçал çак тĕллевпе пирĕн районта 1733 пин тенкĕ тăкакланă.

Медицина кăтартăвĕсем тăрăх 180 сусăр тата 21- инвалид ача хăйсен сывлăхне санаторисемпе кану çурчĕсенче çирĕплетрĕç. Унсăр пуçне 13-шĕ социаллă центрта канчĕç. Кăçалхи 10 уйăхра 5 вăрçă инвалидне "Ока" çăмăл машинăпа тивĕçтернĕ. Паянхи куна пирĕн районта 52 иввалид транспорт хатĕрĕллĕ пулнă.

Район администрацийĕ сусăрсемшĕн сахал мар тăрăшать. Инвалидсен хушшинче спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă, августăн 4-мĕшĕнче юрă-ташă ăстисен конкурсĕ пулчĕ. Унта çĕнтернисем зонăри смотр- конкурсра хутшăнма тивĕçрĕç.

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа, районта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ноябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 6-мĕшĕччен социаллă центрта инвалидсен алăста выставки ĕçлет.

Ноябрĕн 3-мĕшĕнче инвалид ачасен хушшинче спорт вăййисен фестивалĕ иртрĕ. Фестивале хутшăннисенчен Патăрьелĕнчи Р.Тазюков пуринчен те маттур пулни палăрчĕ.

Ноябрĕн 23-мĕшĕнче аслă çулсенчи инвалидсен хушшинче дартс енĕпе, шахматла, шашкăлла выляссипе ăмăртусем пулчĕç. Сăкăтран килнĕ Ф.Ларионов чи нумай очко пухса малти вырăна йышăнчĕ. Ăмăртусенче палăрнă 2 инвалид тата 5 инвалид- ача ноябрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен республика шайĕнче инвалидсен хушшинче иртекен спорт фестивальне хутшăнчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2005
00:00
Поделиться