Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ялти ертỹçĕсене- конкурспа

Чăваш Республикин Президенчĕн "Яла производство сферине ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерессине патшалăх енчен хушма пулăшу парасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн ял валли пултаруллă кадрсем суйласа илесси малалла пырать. ЧР Ял хуçалăх министерстви вĕсем бизнес- проектсем хатĕрлесе пĕтĕм пултарулăха парса ĕçлеме пултаракан хуçалăхсен переченьне хатĕрленĕ.

Улатăр районĕнче - "Сура" ООО тĕш- тырă тата сĕт-çy туса илес енĕпе ĕçлет, Элĕк районĕнче ун пек хуçалăхсем иккĕ - "Волга" тата Свердлов ячĕллă ял хуçалăх кооперативсем.

Патăрьел районĕнчи "Упамса" ЯХПК никĕсĕ çинче ăратлă лашасем ĕрчетекен çĕнĕрен предприяти йăркелеççĕ. Çавăн пекех ку районти "Труд", "Чулпан", "Чишма", "Трудовик", "Пучах", "Исток", Крепков ячĕллĕ, "Стрелец" хуçалăхсенче çĕнĕрен пултаруллă ертỹçĕсене кĕтеççĕ. Ку хуçалăхсем тĕш тырă, сĕт-çy тата аш-какай туса илес енĕпе специализациленнĕ.

Вăрнар районĕнчи "МТС" ЯХПК никĕсĕ çинче çĕнĕ хуçалăх - агротуризм йĕркелеме палăртаççĕ. Ку районта "Маяк", "Мураты" ЯХПК, çĕнĕрен йĕркеленĕ "Колос" çĕр ĕç фирми" ООО валли ертỹçĕсем кирлĕ.

Йĕпреçсем "Знамя" ял хуçалăх кооперативне, Канашсем "Пинер" АХОна, Куславккасем -"Янтиково-МТС" АХОна ертỹçĕсене чĕнеççĕ. Виçĕ хусалăхĕ те тĕпрен илсен тĕш тырă çитĕнтерес тĕлĕшпе ĕçлет.

Комсомольски районĕнчи "Дубрава" тата "Красное Сормово" ЯХПКсенче, "Нива" çĕр ĕç фирми" ОООра, Красноармейски районĕнчи Васильева хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, "Колос" ОООра, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Коминтерн" ЯХПКра вакансисем пур.

Çĕмĕрле районĕнчи "Шанс", "Вперед" ОООна, "Большевик" ЯХПКна, Шăмăршă районĕнчи "Колос", "Исток" хуçалăхсене ĕçе чăннипех йăркелеме пăлекен ертỹçĕсем кирлĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "Аксаринский" ЯХПКра та пултаруллă ертỹçе кĕтеççĕ. Ун пек хастарсем Муркаш районăнчи "Нива" тата "Юнга" çĕр ĕç фирмисене, Мичурин ячĕллĕ ЯХПКна кирлĕ. Вĕсен ялти производство сфе-ринче ĕслеме кадрсем суйласа илмелли республика конкурсĕнче çĕнтернĕ çынсем пулмалла. Етĕрне районĕнчи "Маяк", "Трудовик", "Новая жизнь" хуçалăхсенче тĕш тырă, сĕт-çу, аш-какай отраслĕсене çирĕп тытса пыма тата малалла аталантарма пултаракан ертỹçĕсем кирлĕ.

Пăрачкавсем "Семеновский", "Красный Октябрь" ЯХПКсене ертсе пыма конкурсра çĕнтернĕ ертỹçĕсене кĕтеççĕ. Çĕрпỹ районĕнчи "Булдеевский", "Коммунар" ЯХПКсен выльăх-чĕрлĕх йышĕ пысăк, Вăрмар районĕнчи "Арабо-си" çĕр ĕç фирминче, Шупашкар районĕнчи Кадыков ячĕллĕ ЯХПКра, "Дружба" ПУПра çĕнĕ ертỹçĕсем хăйсен менеджер ăсталăхне туптама пултараççĕ. Тăвай районĕнчи "Нижаровсий" ЯХПКра, "Нива" ОООра, Елчĕк районăнчи "Эмметево", "Яманчуринский" ОООсенче, "Комбайн" ЯХПКра, çĕнĕ пĕлсе йĕркелесе пыма пултаракан ертỹçĕсем кирлĕ.

Ял валли кадрсем суйласа илес тĕлĕшпе ĕçлекен Правительство комиссийĕ кăçал сакăр лару ирттерчĕ. Вĕсенче 19 районти 68 кандидат заявленине пăхса тухнă, 24 кандидата конкурса хутшăнма ирĕк панă. Вăл шутра ултă хуçалăх ертỹçине суйласа илнĕ. Вĕсем Куславкка, Муркаш, Шамаршă, Етĕрне районĕсенчен.

Комисси Чăваш Республикин Президенчĕн Администраци Пуçлăхĕ Э.А.Аблякимов асăрхаттарнине шута илнĕ- ялти кадрсен вырăнне йышăнма хатĕрленекенсен конкурсне республикăран çеç мар, тен, ытти регионсенчен те пысăкрах йыша хутшăнтармалла, конкурс ирттересси, кандидатсем çинчен ха-çатсенче, телевидени-радиора анлăн пĕлтермелле. Нумай пулмасть иртнĕ ларура Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи хуçалăхсенчен кашнинчен икшер заявлени пăхса тухрĕç, пĕрер кандидат суйласа илчĕç, комисси членĕсем палăртнă тăрăх, çак кандидатсен бизнес-проекчĕсем производство сферине ертсе пырас ĕçре паянхи çивĕч ыйтусене тивĕçтереççĕ.

Акă Патăрьел районĕнчи "Труд" ЯХПКна ертсе пырассишăн республика конкурсне хутшăннă Н.П.Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăх кăçал кашни гектартан 29,1 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Çĕp улми - 167 центнер, кăшман - 484 центнер.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем те начар мар. Самăртакан ĕне выльăх талăкра 600 грамм ытла, сыснасем 400 грамм ытла ỹт хушаççĕ. Техника паркĕ çирĕп. Пĕлтĕр уй-хирпе фермăсенчен 16 миллион тенкĕ ытла тупăш илнĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра - 8 миллион тенкĕ ытла. Уйăхри вăтам ĕç укçи пĕлтĕр 1508 тенкĕ пулнă, кăçал - 1709 тенкĕ.

Ертỹçĕн бизнес-проектĕнче хуçалăх экономикине аталантарасси, çынсен пурнăçне лайăхлатасси тĕп вырăн йышанать. "Труд" хавшаса çитнĕ хуçалăхсен çĕрне арендăна илнĕ, пурĕ 800 гектара яхăн. Çав çĕрсем çинче гектар пуçне 21-22 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Малашне çĕр лаптăкне, кỹршĕсем усă курма вăй çитерейменнине, 3000 гектар таран пысăклатасшăн. Кунпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен тупăш нумайрах илме тытăнасшăн. Çакна валли хуçалăхăн мĕн пур май çителĕклĕклĕ. Сыснасен йышне кăçалах пин пуçа, 2010 çул тĕлне 2700 пуçа çитересшĕн. Çитес вăхăтра выльăх ĕрчетмелли пысăк комплекс тума тытăнаççĕ. Çĕр ĕçĕнче лайăх палăрăм пурĕ кăçал кĕрхи тырăсене пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах акнă. Çитес çул валли çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсене хатăрлекен Голланди техникине туянаççĕ.

 Шăмăршă районăнчи "Миха" хресчен фермер хуçалăх ертỹçи Г.М.Егорова хатерленĕ бизнес-проект та комисси членĕсене самаях интереслентерчĕ. Кунта пай çĕрĕсен лаптăкĕпе пулăхлăхне малалла ỹстерсе пыраççĕ. Паянхи куна пĕтĕм лаптăка 1500 гектара çитернĕ. Çав уйра тухăçлă тыр-пул çитĕнет, фермăра выльăх йышлă. Хресчен хуçалăхĕ вырăнти 35 çынна ĕç вырăнĕ тупса панă. Уйăхри вăтам ĕç укçи - 5 пин тенкĕ. Сĕт-çу тирпейлемелли пысăк мар завод тума тытăнаççĕ. Çынсен ĕç укçи шайĕ татах ỹсмелле.

 Республикăра пурте лайăх пĕлекен Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин (Патăрьел районĕ) пуçлăхĕ Ю.Н.Попов вара хăюллă шухăш тытнă - вăл кỹршĕри "Чулпан" хуçалăха йывăрлăх лакăмĕнчен туртса кăларасшăн. Ку ЯХПК унччен республикăра малта пыракан "Гвардеец" колхоз тытăмне кĕнĕ, паян вара - тăкаклă. Экономикăна хăй тĕллĕн ура çине тăратма унăн нимĕнле май та çук. Техника паркĕ юхăнса çитнĕ. Гектар тухăçĕ - 12 центнер кăна. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ, витесем начар мар пулин те, тăкаклă.

Ю.Н.Попов хăйĕн бизнес-проектĕнче "Чулпана" малтисен ретне кăлармалли анлă программа палăртса хунă. Çĕр ĕç фирмин опычĕпе усă курса тата унăн специалисчĕсем пулăшнипе, инвестици хывса, çĕнĕ технологисем çине куçса çитес çулсенче "Чулпанра" уй-хирпе фермăсен тупăшне палăрмаллах ỹстермелле.

Комисси Н.П.Михайлова, Г.М.Егорована тата Ю.Н.Попова ялти производство сферине ертсе пымашкăн сĕнме йышăнчĕ.

Ял валли кадрсем суйласа илес тĕлĕшпе республика конкурсĕ малалла пырать. Кун çинчен тĕплĕнрех районсен ял хуçалăх управленийĕсенче, Ял хуçалăх министерствинче ыйтса пĕлме пулать.



"Хыпар"
12 ноября 2005
00:00
Поделиться