Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район тăрăх

Администраци залĕнче ветерансен канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта республикăри ветерансен пиллĕкмĕш конференцийĕн итогĕсемпе районти ветерансен канашĕн ертỹçи В.Владимиров паллаштарчĕ, умри задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. Ун тăрăх Н.Минин, В.Задоров, Е.Павлова, О.Седойкина, В.Викторова тухса каларĕç. Сỹтсе явнă ыйтусемепе тивĕçлĕ йышăну турĕç.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйланнисенчен пиллĕкĕшĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти членĕ. Вăл шутра район пуçлăхĕ Н.Глухов та. Саккăрăшĕ çак парти ĕçĕ- хĕлне ырлаççĕ. Вĕсенчен Пикшик, Тăрăн, Сăкăт ял поселенийĕсен ертỹçисем "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партине кĕме ыйту тăратрĕç. 212 депутатран 25-шĕ вара çак партире тăраççĕ. 60-шĕ каллех "Пĕрлĕхлĕ Раççейшĕн". А.Емельяновпа А.Макаров, район Пухăвĕн депутачĕсем, çỹлерех асăннă партине кĕме кăмăл турĕç.

Медицинăра юнпа анлăн усă кураççĕ. Йывăр чирлĕ е авринче питĕ вăйлă суранланнă çынсене юн тата унăн компоненчĕсене ярса вилĕмрен çăлнă тĕслĕхсем темĕн чухлех. Çавăнпа та больницăра юн яланах кирлĕ. Çак тĕллевпе ирттерчĕç те ĕнтĕ Турханти участок больницинче донор кунне. Унта 160 çынна яхăн хутшăнчĕ. Çывăхри вунпĕр ялтан килнĕ вĕсем. Хăш-пĕрисенчен çирĕмшер çын та пур. Иртнĕ çул та хастар пулнăччĕ Турхан енчисем. Хăйсен юнне парса чирлĕ çынсене сыватас, çăлас ĕçе тỹрĕ кăмăлпа хутшăннăччĕ. Яваплăха туякансен шучĕ чакманнишĕн тем пекех хĕпĕртет участок больницин тĕп врачĕ А.Кольцов.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2005
00:00
Поделиться