Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Куллен кун йĕркинче

Раççей МЧСĕ ирттернĕ селекторлă канашлура вĕрентỹ учрежденийĕсенче пушар хăрушсăрлăхне çỹллĕ шайра тытса тăрас пирки панă кăтартусене пурнăçлас тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Глухов хушу кăларнă.

Çавна май районти чрезвычайлă лару- тăру комиссийĕн вĕрентỹ учрежденийĕсенче пушар хăрăшсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене тăтăшах сỹтсе явмалла, яваплă ертỹçĕсен отчечĕсене итлемелле. Объектсене тĕрĕслесе тăрассине йĕркелемелле.

Вĕрентỹ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн вĕрентỹ учрежденийĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕ туса хурас ыйтупа тĕллевлĕ программăсем туса хатĕрлемелле, пурнăçлама тытăнмалла.

Вĕрентỹ учрежденийĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплисен пĕлĕвне, практикăллă хăнăхăвĕсене ỹстерме май туса памалла.

Пушара хирĕçле мероприятисене пурнăçламашкăн укçа- тенкĕ уйăрассипе мерăсем йышăнмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2005
00:00
Поделиться