Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Инвалидсене чыслас тỹллевпе

Декабрĕн 3-мĕшĕ- Тĕнчери инвалидсен кунĕ. Ăна лайăх хатĕрленсе кĕтсе илес, инвалидсене пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшас, вĕсене ытти граждансемпе пĕр танах общество пурнăçне хутшăнма май парас тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Глухов йышăну кăларнă.

Унпа килĕшỹллĕн, ял администрацисен, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн, культурăпа информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕн, социаллă хỹтлĕх пайĕсен, Патăрьел районĕн тĕп больницин, мĕнпур харпăрлăхри предприятисемпе организацисен тата учрежденисен Тĕнчери инвалидсен кунне çỹллĕ шайра хатĕрленсе ирттермелле.

Çак йышăнупах мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унта хатĕрленỹ тапхăрĕнче, Инвалидсен кунĕнче куллен пурнăçласа пымалли ĕçсене тата вĕсемшĕн яваплисене палăртнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2005
00:00
Поделиться