Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача амăшĕн кунне хатĕрленсе

Ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче Ача амăшĕн кунне паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл ноябрĕн 27- мĕшĕнче пулать. Çак уява тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерес тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Глухов ятарлă план çирĕплетнĕ.

Унта ача амăшĕ- героиньăсен, нумай ачаллă тата пĕччен амăшĕсен пурнăçпа йăла условиĕсене тишкерсе тухма, кирлĕ пулсан пулăшма палăртнă. Çул çитмен ачасем пур амăшĕсене ĕçе вырнаçтарас, квалификацине ỹстерес тĕлĕшпе ытларах ĕçлемелли çинчен каланă. Ача амăшĕсене медицина пулăшăвĕ парассине малалла лайăхлатасси те тĕп вырăнта пулмалла.

Ача амăшĕн кунĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тылра хастарлăх кăтартнă хĕрарăмсене чыслама пăхнă.

Хăш- пĕр нумай ачаллă е тулли мар çемьесенчи ачасем лагерьте канаççĕ ĕнтĕ.

Уяв программипе килĕшỹллĕн, тĕрлĕ конкурссем, куравсем, савăнăçлă каçсем ирттереççĕ. Шкул ачисем сочиненисем çырса. ỹкрчĕксем туса тупăшĕç.

 Планра палăртнисене яваплă çынсен туллин пурнăçламалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2005
00:00
Поделиться