Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çивĕч ыйтусем сахал мар

Тунти кун райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисен канашлăвĕ пулнă. Унта иртнĕ эрнере тунă ĕçсене тата çитес вăхăтра пурнăçламаллисене пăхса тухнă.

Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă тунă. Çак кун ĕçре матуррисем Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесем тивĕçнĕ.

Финанс министерствин Патăрьелĕнчи пайĕ Финанс министерствин йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă.

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕ тăваттăмĕш хут пуçтарăннă. Халăх шаннă çынсем хăйсен ĕçне йĕркелесе ямалли пĕрремĕш тĕллевсене палăртнă.

Шкулта вĕренекенсемшĕн пĕрремĕш чĕрĕк вĕçленчĕ. Районта ачасен кĕрхи каникулне ирттерсе ярассипе вĕрентỹ учрежденийĕсем, культура çурчĕсем, социаллă хỹтлĕх пайĕ сахал мар тимлĕх уйăрнă. Хальхи вăхăтра 26 ача Шупашкарти "Алый парус" кану вырăнĕнче, 10-шĕ Патăрьелĕнчи "Халăхăн социаллă тивĕçтерỹ центрĕ" муниципаллă учрежденинче сывлăхне çирĕплетеççĕ.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлассипе те Юхма тăрăхĕнчи мероприятисем йĕркеленĕ. Çывăх вăхăтра Тĕнчери инвалидсен кунне ирттерме палăртаççĕ.

Иртнĕ эрнере пушар хуралĕнче тăрăшакансен пĕр хутчен вут- çулăма сỹнтерме тивнĕ. "Хĕрлĕ автан" алхасать тесе 10 хутчен шăнкăравланă, улттăшĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсенчен выльăх тата ытти пурлăха вăрлассине хирĕç кĕрешесси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Милици ĕçченĕсем ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

Канашлăва район пуçлăхĕн пĕремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă тата пĕтĕмлетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2005
00:00
Поделиться