Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Икĕ уяв ячĕпе- хĕреслĕ çул

    Иртнĕ эрнере- ноябрĕн 4-мĕшĕнче- районти православи тĕнне ĕненекенсем Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Анатолий атте пиллĕхĕпе Хусанти Турамăш Турăшĕн уявĕ тата Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе Патăрьелĕнче хĕреслĕ çул йĕркеленĕ. Урамсемпе колоннăпа кĕлĕсем вуласа, юрласа утнă вĕсем. Хĕреслĕ çула ваттисем те, çамрăксем те, вăйпиттисем те хутшăннă, пурте Турамăш Турăшĕнчен ырлăх- сывлăх, тăнăç пурнăç, ăнлану, килĕшỹ ыйтнă. Пирĕн район халăхĕ малашне те ытлă- çитлĕ, тату пурăнтăр, çăкăр- тăварлă пултăр тесен шăпах çавă кирлĕ- çке. Турамăш Турăшĕ Мининпа Пожарский кнеçсем Польша çарĕсене Мускавран кăларнă чухне пулăшнă. Малашне те çак кун пирĕншĕн пысăк уяв пулĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 ноября 2005
13:44
Поделиться