Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн пĕрремĕш ларăвĕ

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче райадминистрацин пысăк залĕнче тăваттăмĕш созыври район депутачĕсен пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта çĕнĕрен суйланнă депутатсемсĕр пуçне, район пуçлăхĕ Н.Глухов, унăн çумĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, виççĕмĕш созыври район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, халĕ ĕçлекен тата çĕнĕрен суйланнă ял пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва район пуçлăхĕ Н.Глухов кĕске сăмах каласа уçрĕ. Малалла ăна çулĕпе ыттисенчен аслăрах депутат, 14-мĕш Çĕньял суйлав округĕнчен суйланнă А.Макаров ертсе пычĕ.

Кун йĕркипе килĕшỹллĕн, депутатсем малтан район депутачĕсен Пухăвĕн ĕçĕн регламентне çирĕплетрĕç. Ун хыççăн уççăн сасăласа район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулма Михаил Владимирович Петрова суйларĕç. Вăл "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсене ертсе пырать. Çумĕ пулма Петр Николаевич Никифорова (Сăкăт суйлав округĕ) çирĕплетрĕç.

Депутатсен Пухăвĕн ялан ĕçлекен секретариатне, район администрацийĕн структуринче малашне улшăнусем пулнипе, депутатсем хальхи ларушăн суйларĕç, ку ыйту патне тепĕр ларура таврăнма палăртрĕç.

Район администрацийĕн пай начальникĕ С.Торговцев пĕлтернине итлесе, депутатсем Патăрьел район уставĕ пирки публика вулавне ноябрĕн 10-мĕшĕнче ирттерме йышăнчĕç. Лару, депутатсен кăмăлĕсене шута илсе, ялан ĕçлекен тăватă комисси туса хучĕ. Вĕсене çак депутатсем ертсе пыраççĕ: П.Н.Никифоров- бюджет, экономика, аграри политики, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсем? Р.А.Абейдуллов- саккунлăх, право йĕрки, депутат этики, вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсем? Н.А.Тинюков- социаллă пурнăç, пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх, транспорт, çыхăну, суту- илỹ обществăлла апатлану, предпринимателлĕх ыйтăвĕсем? В.И.Барышников- ревизи комиссийĕ.

Лару вĕçĕнче район пуçлăхĕ Н.И.Глухов район депутачĕсен Пухăвĕн халиччен ĕçленĕ депутачĕсем район экономикипе социаллă пурнăçне лайăхлатас енĕпе пысăк вăй хунине палăртрĕ, хастар ĕçшĕн тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 ноября 2005
00:00
Поделиться