Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Училищĕне газ çитересшĕн

          Патăрьелĕнчи професси училищинче ирттернĕ тĕлпулура район пуçлăхĕ Н.Глухов вĕренỹ заведенине газпа хутса ăшăтма куçасси çинчен сăмах пуçарчĕ. Унта пурăнмалли çурт- йĕрпе капиталлă стриотельство управленийĕн ертỹçин çумĕ М.Валитов, училище ертỹçин çумĕ В.Майоров, пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн директорĕ Н.Краснов, "Булат" фирма ертỹçи Р.Абдулвалеев тата "Богданка" пĕрлешỹ пуçлăхĕ Н.Федоров хутшăнчĕç. Хĕл кунĕсем çывхарса пынăран, калаçу витĕмлĕ пулчĕ. Яваплă çынсем ноябрь вĕçне кунти пăс хуранĕсене çутçантаăк газĕпе хутса ăшăтасси çине куçма майсем туса парасса шантарчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 ноября 2005
00:00
Поделиться