Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕрлĕ чĕлхеллĕ тав сăмахĕ

Кунта пурнăçа урăхларах шайпа виçеççĕ: хăш-пĕри пурнăçăн юлашки саманчĕшĕн те савăнма пĕлет, тепри çĕнĕрен чĕрĕлет. Çĕнĕрен калаçма вĕренни пулать.

Тутар, шалкăм çапнăскер, тăн çухатнăскер, виçĕ кун та виçĕ каç вилĕмпе кĕрешрĕ. Паллах, шурă халатлă çынсем унăн пуçĕ вĕçĕнче пирĕшти пек сыхларĕç пурнăçне. Акă, вăл ирхине куçне уçрĕ те йĕри- тавра тăракансене пĕчĕккĕн тĕшмĕртме пуçларĕ...

_Ăçта эпĕ...

Тамара Михайловна çемçен кулса илчĕ.

-Ан хумханăр. Эпир сирĕнпе. -Мĕн пулнă мана. Арăм, тухтăрсем...

Эпĕ пулницара выртап-и вара.

_Эй, алла.! Чăвашла калаçса кайрĕ...

 -Манăн хырăм выçнă. Апат çиес килет. Арăм, санăн мĕн пур унта. Анчах пуç кашлать- ха манăн...

_Э, алла, эсĕ тутарла калаçмастăн- çке. Тап-таса чăвашла калаçать. Тутарла мантăн-и вара.

-Пĕлместĕп. Пĕр сăмах та ас тумастăп...

Пурнăç тĕлĕнтермĕшсем, пурнăç вăрттăнлăхĕсем... Тепĕр чухне çыннăн пĕтĕм пурнăç çăлăнăçĕ- тухтăр аллинчи йĕп вĕçĕнче. Тĕрĕсрех каласан, ăста тухтăр аллинче.

Кашни кунах тĕрлĕ çын сывалса тухать кунтан, çавăн чухлех çĕнĕрен килет. Пурне те пĕр пек кĕтсе илеççĕ неврологи уйрăмĕнче: хыпалансах чир- чĕртен сыватма тăрăшаççĕ.

_Манăн юратнă ĕç ку,- тет Т.М.Каштанова,- врач профессине алла илнĕренпе эпĕ пĕчĕккăн опыт пухса пытăм, хамăн професси шайне çỹлте тытас тесе тăрăшрăм. Чи кирли маншăн- чирлĕ çынна ăнланасси, ăна тĕрĕс диагноз лартса сыватасси.

Тамара Михайловна хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕ меслетсемпе анлăн усă курать, уйрăмах- блокадăн тĕрлĕ мелĕпе. Питĕ асăрханса, чăн тĕрĕс "алăпа" çеç лартма пулать ăна. Опытсăр хăш- пĕр тухтăр блокада тĕрĕс мар туса чирлисене пулăшас вырăнне пачах сусăрлатса хăварни те тĕл пулкалать. Çавăнпа та тухтăрăн чи малтан çыннăн чирне тĕплĕн тĕпчемелле.

Неврологи уйрăмĕ валли Патăрьел район больницинче часах çĕнĕ корпус хута кайĕ. Пуян оборудовани те, кирлĕ условисем те, койка- вырăн та нумайрах пулĕ. Çапах та халиччен те кунта яланах хăтлă пулнă. Т.М.Кашатанова ĕçре çирĕп дисциплина тытнипе пĕрлех чирлисен кăмăлне уçма йăлтăр хитре ăшă куллине те, çепĕç сăмахне те шеллемест. Ытла чипер, ытла ĕлккен тухтăра курсанах чĕрере савăнăç çуралать...

Çĕр çинче чи пархатарлă ĕç тивĕçне 20 çула яхăн чыслăн пурнăçласа пырать Патăрьел районĕн тĕп больницин неврологи уйрăмĕн пуçлăхĕ Тамара Михайловна Каштанова. Вăл- II категориллĕ врач, 2002 çулта "Районăн çулталăк çынни" ята тивĕçнĕ. Упăшки- Хирти Пикшикри пĕтĕмĕшле врач офисĕн пуçлăхĕ. Хĕрĕ Чăваш патшалăх университечĕн психологи факультетĕнче ăс пухать. Ывăлĕ шкулта вĕренет.

-Наçилккапа çĕклесе килчĕç те, хам урапа утса тухса каятăп. Курăр-ха мана, çын пултăм вĕт,- тет савăнса тутар хĕрарăмĕ Розия Каштанова,- Йывăр йăтнипе, шăннипе ура шăнăрĕсем хутланса ларнă та манăн, блокада туса чĕртрĕ. Ытти укол- системине те пайтах тунă. Çапла сыватма пĕлет çав. Хамăра хамăр шеллемесĕр чир тупатпăр. Вăл вара пире шеллет.

Чир тени хапха витĕр кĕрет те йĕп çăрти витĕр тухать. Кунта вара ăна йĕп çăрти витĕр еплерех кăлармаллине пĕлеççĕ. Пĕчĕккĕн- пĕчĕккĕн, тĕплĕн тимлесе сыватать Тамара Михайловна.



"Хыпар"
27 октября 2005
00:00
Поделиться