Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕл кĕтмен хăна пулмĕ

Хресченшĕн тĕрлĕ ĕç пĕр вăхăтра капланса килет. Анчах çакă паян тумаллине ырана хăвармаллине пĕлтермест. Унсăрăн юлнă ĕç çине юр çăвасси те инçех мар. Вырма ĕçĕсем вĕçленчĕç ĕнтĕ, тымар- çимĕçсене те пухса кĕртнĕпе пĕрех. Выльăх- чĕрлĕх отраслĕ мĕнле сывлать-ха пирĕн. Хĕл хăратмĕ-и вĕсене. Ыйту хуравне тупас тĕллевпе ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕпе Г.Салминапа калаçрăмăр.

Галина Михайловна лару- тăру хурах кăшкăрмалла марринех пĕлтерчĕ. Районĕпе кашни условнăй выльăх пуçне 24 центнер апат единици хатĕрленĕ. Çак кăтарту "Первомайск" кооперативăн чылай пысăкрах. Вăл 33 центнер апат единиципе танлашать. Ленин ячĕллĕ çĕрĕç фирминче те выльăх чĕлхи çине хума çулленех паха апат ытлă- çитлĕ хатĕрлеççĕ. Ку енĕпе "Родина", "Хастар" хуçалăхсен вĕсенчен тĕслĕх илмеллех. Юрать çанталăкĕ кăçал пире май пулчĕ. Ку таранчченех выльăхсене кĕтỹре çỹретме май пачĕ. Çавăнпа усă курса вырăнсенче витесене хĕле хатĕрлессине тăсма пулчĕ. Алманчăра вĕсене юсаса пĕтернĕ. Дезинфекци тунă, шуратнă. "Малалла" хуçалăхра вите урайĕсене улăштарнă. "Звезда", "Труд", "Хастар", "Батыревский" кооперативсенче ку енĕпе нумай ĕçленĕ. "Красное знамя" хуçалăхра та выльăх- чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлес ĕç çине алă сулман. Çав вăхăтрах "Дуслык", "Мир", "Первомайск" кооперативсенче вара чĕлхесĕр чунсене ăшăра хĕл каçарас енĕпе çине тăрса ĕçлемеççĕ-ха.

Выльăх апачĕ кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ, юсава вăхăтра тунă хуçалăхсенче сĕт сăвăмĕпе ỹт хушаслăх та лайăх. Хальхи вăхăтра районĕпе пăрусем талăкра 407 грамм, сыснасем 228 грамшар ỹт хушса пыраççĕ. Кăтартусем иртнĕ çулхи çак тапхăртан пысăкрах. Кашни ĕнерен вăтамран илекен сĕт сăвăмĕ 8,6 килограма яхăн. Вăл та пĕлтĕрхи шайран 1 килограма яхăн ỹснĕ.

Юлашкинчен çакна каламалла: выльăх- чĕрлĕхшĕн ăшă та тутă хĕл çеç вĕсенчен продукци ытларах илме май парĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 октября 2005
00:00
Поделиться