Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уява яланах хапăл

Патăрьелĕнчи професси училищин коллективĕ йăлана кĕнĕ кашни уявах кăмăллă та асра юлмалла ирттерме тăрăшать. Нумай пулмасть çеç учительсен, ваттисен кунĕсемпе пĕрлех республикăри пуçламăш професси вĕренĕвĕ 65 çул тултарнине паллă турĕç. Хаваслă мероприятине училище директорĕ О.Рыбкина уçрĕ. Уява хутшăнакансене пурне те ăшшăн саламларĕ, ырлăх- сывлăх, ăнăçу сунчĕ.

Училищĕре вĕренекенсем пухăннисене уяв концерчĕ кăтартрĕç. Юрра- ташша ăста ачасем коллективра сахал мар. Куракансем Л.Петухова, Н.Шлаева, Л.Лыскова, Г.Кузьмина, К.Иванова, Т.Леонтьева, Г.Камалова, Р.Асеинов юрланă хыççăн пушшех те тăвăллăн алă çупрĕç.

Уява хутшăннă Аслă Аттелĕх вăрçă, ĕç ветернĕсем кашнийĕшĕнех кăмăллă юлчĕç. Кун валли тăпĕр сăлтав та пулчĕ. Дирекци вĕсене тỹлевсĕр пĕрер центнер тырă пачĕ.

Уявăн тепĕр палли, ырă йĕрĕ- йывăç- тĕмсем лартса хăварни. Лайăх тимлĕх уйăрса йăл илсе кайсан çăка, пилеш, хурăн, чăрăш йывăççисем таврана илем кỹрĕç. Сăмах май каласан, çитес çул тĕрлĕрен йышши чечек клумбисем тума çĕр тонна ытла хура тăпра кỹрсе килнĕ. Территорине тирпей- илем кĕртессипе малалла ĕçлетпĕр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
19 октября 2005
00:00
Поделиться