Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сасăлав- çĕнĕ шкулта

Вырсарникун хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртрĕ. Район центрĕнче сасăлав тăватă участокра пычĕ. Вĕсенчен пĕри кăçалхи сентябрĕн 1- мĕшĕнче çеç хута кайнă Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вырнаçнă.

Ирпе- ирех çĕнĕ те хăтлă шкулта хаваслă кĕвĕ- çемĕ янрарĕ. Мĕн тесен те суйлав вăл хăйне майлă савăнăç та, уяв- çке! Кашни çын ырă та çутă малашлăха, пуласлăха шанса хăйĕн сассине пама, шухăшне пĕлтерме васкать. Ирхине сакăр сехет тĕлнех çăмăл алăллă пулса пĕрремĕш бюллетень илсе ĕлкĕрес текенсем умлă- хыçлах çитрĕç. Телейĕ, паллах, пĕрне çеç пỹрчĕ. Район малашлăхĕшĕш, шанăçлăхĕшĕн, халăх пурнăçĕшĕн тăрăшаканне пуçласа хутшăнакансемшĕн чăн малтан урнăна П.Лазарев бюллетеньсене ячĕ. Ун хыççăн вара çамрăксем те, ватăсем те черетленчĕç урна умĕнче. Суйлав списокне кĕртнĕ 1141 çынран вăтăрăшĕ вара- çакнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине пуçласа хутшăнакансем. Вĕсене кашнинех комисси членĕсем ăшшăн саламларĕç, асăнмалăх пĕчĕк парнесем пачĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 октября 2005
00:00
Поделиться