Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăръелсен- хăйсен арбачĕ

Çуркуннехи тата кĕркуннехи экологи уйăхлăхĕсене хутшăнса Патăрьел тăрахăнчи çут çанталăк тусĕсем пуш-ака уйахĕсенче 51 пин ытла йывăç лартса хăварнă, 927 тăваткал метр чечек клумбисем йĕркеленĕ, ялсенчи 41 паркпа аллейăна тирпей-илем кỹнĕ, çĕнетнĕ. 4 ял администрацийĕнче Çамрĕксен, 3-шĕнче Çамрăк мăшăрсен аллейисене чĕртнĕ, 51 ялта пĕчĕк артектура формисемпе усă курса канмалли вырăнсем тунă.

Хальхи экологи уйăхлăхĕнче те ĕçсем аван пыраççĕ. Тĕллев пысăк - районĕпе 11 пин ытла йывăç-тĕм лартса хăвармалла. Юпа уйахĕн 6 тата 14-мĕшĕсенче ятарласа "Йывăç кунĕсем" ирттернĕ. Патăрьелĕнчи вăрман хуçалăхĕнчен кỹрсе килнĕ хунавсене çул хĕррисемпе çырма-çатра таврашĕсене лартнă. Улма-çырла питомникĕнчен илнисем вара шкулсемпе культура тытăмĕнчи организацисемпе учреждени территорийĕсенче вырăн тупнă.

Центрти культурăпа кану паркне те тĕпрен çĕнетсе яма пуçланă. Вăхăт нумаях та иртмĕ, Патăрьелсем хайсеен Арбачĕпе хăпартланма пуçлĕç. Унăн пĕр енне кăçал йĕркелесе çитересшĕн: ĕмĕр ешĕл чăрăшсене çуран çул айккипе лартса тухнă ĕнтĕ. Вĕсемпе юнашарах Хĕрлĕ Чутайран илсе килнĕ туя йываççисем, Шупашкарти "Зеленстройран" туяннă пирамидăлла топольсем кашлĕç.

Уйăхлăхра хыт каяш пуçтармалли вырансене, выльăх масарĕсене, уйрăмах сыхла-малли çут çанталăк территорийĕсене, ялсене тирпей-илем кĕртесси çирĕп йĕркепе пурнăçланса пырать. Ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартакан сахал мар. Шăхаль, Ыхра Çырми, Алманчă ял администрацийĕсем уйрăмах хастар ĕçлеççĕ.



"Хыпар"
19 октября 2005
00:00
Поделиться