Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрарăмсен совечĕн ларăвĕ

Районти хăрарăмсен совечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ертỹçи О.Гусарова халиччен тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ, район архитекторĕ В.Ижедеров респблика Президенчĕн "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тата "Йывăç ларт, ăна пăхса ỹстер" Указĕсене пурнăçласа ĕçе кĕртнĕ мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Райадминистрацин вĕрентỹ, физкультурăпа спорт, çамрăксен политикин управленийĕн ертỹçи Н.Маллина районти вĕрентỹ системинчи малашлăха, вĕрентỹ процесĕнчи инноваци мелĕсене уçрĕ. Вырăнсенчи хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕсем районти тĕслĕхлĕ библиотека ĕçĕ- хĕлĕпе кăсăкланчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн çĕнĕ çуртĕнче пулса курчĕç. Йывăç кунне хутшăнса шкул территорийĕнче Аннесен аллейин никĕсне хывса тĕмсем лартрĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 октября 2005
00:00
Поделиться