Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçленĕшĕн- тав!

 Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче район историйĕнче пĕрремĕш хут "Патăрьел энциклопедийĕ" пичетленсе тухрĕ. Хăш- пĕр вулакансем унăн пирвайхи экземплярĕсемпе паллашма та ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Çывăх вăхăтрах пĕтĕм тиража та хатĕрлесе çитереççĕ. Вара ăна районта пурăнакан кирек кам та апла тытса вулама, ĕçре, вĕренỹре усă курма пултарĕ. Кĕнекере 1900 ытла кĕске статья, çав шутра 1800 çыннăн биографийĕ, çĕр- çĕр сăн- ỹкерчĕк. Уйрăм çитменлĕхсем пур пулин те специалистсем ăна пысăк хак пачĕç. Ку энциклопеди презентацийĕнче тухса каланă çынсен сăмахĕсенче те яр- уççăн курăнчĕ.

Паллă ĕнтĕ, энциклопеди пĕччен- иккĕн туса хатĕрлемелли ĕç мар. Материалсем пуçтарнă, вĕсене тирпейленĕ çĕре сахал мар çын хутшăннă. Район администрацийĕ ячĕпе халăх еткерлĕхне сыхласа упрас енĕпе пысăк вăй хунă редакци коллегине, унăн ĕç ушкăнне, уйрăммăн илсен, И.М.Матросова, С.А.Карягина, А.И.Мефодьева, Е.И.Павлована, Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхне, администрацин структурисенче ĕçлекенсене, ял пуçлăхĕсене, энциклопедине çырма пулăшнă мĕнпур çынсене чун- чĕререн тав тăватăп, творчествăра çитĕнỹсем тума вăй-хал телей сунатăп.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 октября 2005
00:00
Поделиться