Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕрлĕ ыйтусемпе

Райадминистраци залĕнче структура подразделенийĕсен ертỹçисен канашлăвĕ иртрĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов иртнĕ эрнери ĕç- хĕле пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Структура подразделенийĕсен ертỹçисен 9 уйăхри ĕç кăтăртăвĕсемпе паллаштарчĕç. Уй- хир ĕçĕн юлашки тапхăрĕ çинчен те пычĕ сăмах. Паянхи куна ял хуçалăх предприятийĕсенче сахăр чĕкĕнтĕрне пухса кĕртесси пырать. Хăш-пĕрисенче кĕрхи культурăсене акаççĕ.

Сывлăх учрежденийĕсенче, вĕренỹ заведенийĕсенче хĕл валли пахча çимĕç хатĕрлеççĕ. Хутмалли тапхăра кĕнĕ май, пăс хуранĕсене тĕрĕслеççĕ, çĕнĕ котельнăйсене хута яраççĕ.

Эрне вĕçĕнче район энциклопедийĕн презентацийĕ иртрĕ. Канашлура ун çинчен те пулчĕ сăмах.

Тĕнче рекордсменкин А.Деверинская призĕсемшĕн кĕрхи кросс иртрĕ.

Йывăç кунне халалласа район центрĕнче 165 тĕмпе хунав лартнă. Çак ĕç малалла пырать.

Ытти ыйтусемпе те калаçрĕç канашлура.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 октября 2005
00:00
Поделиться