Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырма та, суйлав та йĕркеллĕ иртчĕр

Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов подразделенисен ертỹçисен черетлĕ канашлăвне ирттерчĕ.

Районти хуçалăхсенче уй- хир пуянлăхне пухса кĕртесси малалла пырать. Çĕрулми 90 процентне кăлпарса кĕртнĕ. Вăл кашни гектартан 200 центнера кая мар тухать. Халĕ сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăлараççĕ, çĕртме сухи тăваççĕ, кĕрхи культурăсене акаçĕ.

Районти ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ М.Калмыков республикăри Патшалăх Канашĕн аграри политикипе экологи комитечĕ иттернĕ тавар туса илекенсен канашлăвне хутшăннăскер, агропропымшленность комплексне тивекен çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕ.

Ылтăн кĕркунне ăшă тăрса савăнтарать пулин те хутмалли сезон çывхарни çинчен аса илтеретех. Кун пирки те çивĕч калаçу пулчĕ канашлура.

Газификаци, çул- йĕр строительстви, пурăнмалли çурт- йĕр тăвасси пĕр кунта пурнăçламалли ĕçсем мар. Вĕçленмен объектсенче вĕсем малалла пыраççĕ.

Çывхарса килекен ватăсен кунне асра тытса, вĕсене чыслă уяв туса памалли çинчен каларĕ Р.Селиванов.

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, кăçалхи октябрĕн 16-мĕшĕнче вырăнти хăйтытăмлăх суйлавĕсем иртеççĕ. Район Пухăвĕн депутачĕсене, ял хутлăхĕсен (поселенийĕсен) ертỹçисене, депутачĕсене суйласси çивĕч кĕрешỹре пуласси паллă. Çавна май суйлавсене йĕркеллĕ ирттерсе яма тăрăшмалла.

Районти шалти ĕçсен пайĕн кăтартăвĕсем тăрăх лару- тăру пĕр майлах тăнă. Эрнере вăрланă 8 тĕслĕх тупса палăртнă, айăплисене тытнă.

Кăçалхи сентябрĕн 26-мĕшĕ тĕлне районта 276 ача çуралнă. Çакă пĕлтĕрхинчен 58 ача сахалрах.

Кĕркунне йывăçсемпе хунавсем лартмалли чи лайăх вăхăт. Республика Президенчĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн районта Йывăç кунне ирттересси çинчен хускалчĕ калаçу.

Канашлура çавăн пекех социаллă пурнăçпа, экономика аталанăвĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 сентября 2005
00:00
Поделиться