Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Августăн 22-мĕшĕнче республикăра Министерствăсен кунĕ иртрĕ

Патăрьел. ЧР Президент Администрацийĕен ертỹçин çумĕ- Администраци ĕçĕсен управлени пуçлăхĕ Н.П.Малов, ЧР финанс министрĕн çумĕ Р.М.Быкова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.В.Селиванов, "Хыпар" Издательство çурчĕн гендиректорĕн- тĕп редакторĕн çумĕ М.М.Арланов малтанах район администраци ĕçченĕсемпе тата район центрĕнчи предприяти- организаци ертỹçисемпе тĕл пулчĕç. Калаçу, тĕпрен илсен, республикăн тата районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки пычĕ. Районти уй- хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ, тĕш- тырă тухăçĕ вăтамран гектартан 21 центнер тухнă. Хуçалăхсенче çĕр улми кăларса пĕтернĕпе пĕрех. Унăн тухăçĕ те савăнтарать. Хутса ăшăтмалли сезона та тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕ Р.Селиванов. "Районти кашни ялах газ çитнĕ. Социаллă объектсене те халĕ "кăвак çулăмпа" ăшăтатпăр",- терĕ вăл.

-Патăрьелне час-часах килсе çỹренĕ май юлашки çулсенче район центрĕ çĕнелсе улшăннине тỹрех асăрхатăн,- палăртрĕ Н.П.Малов.- Çулсене тĕпрен юсанă, тирпейлĕ те тăпăл- тăпăл тротуарсем. Çуртсем таврашĕнчи йывăç-тĕм, чечек клумбисем район çыннисем Парксемпе садсен çулталăкне чăннипех хастар хутшăнса конкретлă ĕç тунине витĕмлĕн палăртаççĕ.

Р.М.Быкова ертсе пыракан ушкăн вăрманлă тăрăхра- Турханпа Упамсара, Аслă Чеменре пулчĕ. Тепĕр ушкăн- ертỹçи Н.П.Малов- Первомайским енне çул тытрĕ. Первомайскинчи пĕлỹ центрĕпе участок больницинче, "Малалла" ял хуçалăх артелĕнче тата Ишлĕ Шетмĕри тĕл пулусенче калаçу ăш пиллĕ иртрĕ. Чылай ыйтăва вырăнтах татса пама тăрăшрĕç Министерство кунне хутшăнакансем.

Арапуçĕнчи участок больницинчи сипленекен кинемей калашле: "Çынна тĕрлĕ эмелпе преперат çеç мар, ырă кăмăлпа тимлĕх, çынсемпе ăш пиллĕ пулни ытларах сиплет". Халăхпа куçа- куçăн калаçнин витĕмĕ пурах,-çапларах пулчĕ тĕп шухăш тĕл пулусене пĕтĕмлетнĕ май.



"Хыпар"
24 сентября 2005
00:00
Поделиться