Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Калентьева хальхинче виççĕмĕш

Патăрьел районĕн Енĕш Нăрваш ялăнче çуралса ỹснĕ Ирина Калентьевана çĕнĕ пин çуллăхăн малтанхи çулĕсем пысăк ăнăçусемех кỹреймерĕç пулин те, хуçăлса ỹкмерĕ. Икĕ çул каялла, акă, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышăнче вăл Канадăри Груз Маунтен хулинче маунтинбайк енĕпе иртнĕ Тĕнче кубокĕн турнирĕнче тупăшрĕ, тăватă тапхăрăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Тепĕр çултан Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Краснов патĕнче ăсталăха ỹстерекен тĕнче класлă спорт мастерĕ Афинăра иртнĕ Тĕнче чемпионатĕнче 100 çухрăмлă марафонра иккĕмĕш пулнă.

Иртнĕ канмалли кунсенче Ирина Шотландири Форт-Уильямс хулинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче тупăшса пьедесталăн виççĕмĕш картлашкине улăхнă. Унран Гун Рига Дали (Норвеги) тата Сабина Спиц (Германи) кăна лайăхрах кăтарту тунă. Европа чемпионачĕсемпе пĕтĕм тĕнчери турнирсенче пысăк опыт пухнă И.Калентьева çитес вăхăтра Германи Кубокĕшĕн кĕрешме тухса кайĕ.



"Хыпар"
17 сентября 2005
00:00
Поделиться