Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тутар- мишерсен этнокультури аталанать

Авăн уйăхĕн 13-14- мĕшĕсенче Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенче тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕ тата пĕтĕм тутарсен общество центрĕ анлă мероприятисем ирттерчĕ. Вĕсем Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче пуçланчĕç. Кỹршĕ районсемпе аякри республикăпа облаçсенчен килсе çитнĕ хăнасене ЧР культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕн министрĕ П.С.Краснов тата унăн çумĕсем, Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин ĕçченĕсем, ял çыннисем кĕтсе илнĕ.

Шăнкăртамра "Тутар- мишерсем тата вĕсен этнокультура хăйне евĕрлĕхĕ" наука- прктика конференцийĕ иртрĕ. Çав кунах тĕслĕх библиотека тата Раççей мăсăльманĕсен управленин тĕп çурчĕн Раççей ислам университечĕн хатĕрленỹ курсĕсем уçнă. Ун хыççăн Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче иккĕмĕш мечет уçнă, пулас этнографи музейĕн никĕсне янă. Мăсăльман тĕнне ĕненекенсем Шăмăршă районĕнчи Палтиелти мечĕт 100 çул тултарнине уявланă.

Ĕнер çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарти "Венгри кварталĕнче" çĕнĕ мечетĕн никĕсне хывнă.



"Хыпар"
15 сентября 2005
00:00
Поделиться