Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Эрнене пĕтĕмлетсе

Райадминистраци залĕнче структура подразделенийĕсен ертỹçисен канашлăвĕ пулчĕ. Иртнĕ эрнере райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов пĕтĕмлетрĕ, малашлăх валли задачăсем лартрĕ. Уй- хир ĕçĕсемпе районти ял- хуçалăх управленийĕн начальникĕ М.Калмыков паллаштарчĕ. Вăлах иртнĕ эрнере районта сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерессипе ирттернĕ республика семинарĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн штаб начальникĕ М.Багаутдинов вырăнти лару- тăрупа паллаштарчĕ. Хуçалăхсенче çитĕннĕ тырпула, тымарçимĕçсене пухса кĕртнĕ, тирпейленĕ тапхăрта кооперативсен пурлăхне хапсăннă тĕслĕхсем пулине палăртрĕ. Электроэнергие вăрлас çул çине тăнисене асăрханисене каларĕ.

Кĕрхи кунсем тăнăран, хутмалли тапхăра çанă тавăрсах хатĕрленмелле. Ку енĕпе районти ялсенчи 13 культура çурчĕ газпа хутса ăшăнма пуçăнмашкăн ĕçĕсене тирпейлесе пыраççĕ. Шкулсем те çак ыйтăва кун йĕркинче тытаççĕ. Пĕрлех хĕл валли столовойсенче усă курма пахча- çимĕç, çĕрулми хатĕрлеççĕ.

Район энциклопедине кăларас ĕç вĕçленсе пырать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 сентября 2005
00:00
Поделиться