Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

2005 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче, райадминистрацин пысăк залĕнче район депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ пиллĕкмĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна район самоуправленийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов уçнă, ертсе пынă.

Район депутачĕсен Пухăвĕ 2002 çулхи августăн 29-мĕшĕнче налуксене Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшỹллĕн Патăрьел районĕнче йĕркелемелли пирки кăларнă йышăнăва улшăнусемпе хушусем кĕртесси çинчен ларура ЧР Финанс министерствин Патăрьел районĕнчи финанс пайĕн начальникĕ Т.Полякова каласа панă. Патăрьел район финанс пайĕн Положенийĕпе те вăлах паллаштарнă.

Патăрьел районĕн муниципаллă служащийĕсене нумай çул ĕçленĕшĕн пенси илме право парасси пирки район депутачĕсен Пухăвĕ 2004 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче кăларнă йышăнăва кĕртекен улшăнусем çинчен социаллă хỹтлĕх пайĕн начальник çумĕ Г.Адикина хыпарланă. Вăлах депутатсен Пухăвĕ 2001 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче йышăннă Положение улшăнусем кĕртесси çинчен каласа панă.

Пурăнмалли çуртсене муниципаллă харпăрлăха илесси тата муниципаллă харпăрлăхри пурăнмалли çуртсен реестрне улшăнусем кĕртесси çинчен райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ- пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн начальникĕ И.Дикин чарăнса тăнă.

Район депутчĕсен Пухăвĕ районăн социаллă- экономикăллă аталанăвĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухнă, мĕн пур ыйтăсем тăрăх тивĕçлĕ йышăнусем тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 сентября 2005
00:00
Поделиться