Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăватлă техника хушăнчĕ

Район- сахăр кăшманне çитĕнтерессипе республикăри чи хастар ĕçлекенни. Рентабеллĕ культурăран тупăшĕ те аванах кĕрет. Пĕлтĕр 9 хуçалăх тымар- çимĕçе Пăвари сахăр завочĕпе килĕшỹ туса ỹстернĕччĕ, вăл минераллă удобренипе, гербицидпа, вăрлăхпа, техникăпа тивĕçтернĕччĕ. Кăçал вара кооперативсем çак ĕçсене хăйсен вăйĕпе е ытти заводсемпе, фирмăсемпе çыхăнса пурнăçларĕç. Кăшман кăларас ыйтăва Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Исток" агрофирма татма тăрăшрĕ. Вăл Германире туса кăларнă комбайн туяннă. Техника 15 градус сивĕре те ĕçлеме пултарать. Халлĕхе ун пекки пирĕн республикăра çук, регионта та сахал.

"Исток" хуçалăхра "карап" мĕнле кăларнине тĕрĕслесе пăхнă. Унпа малашне ытти кооперативсем те усă курма пултараççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 сентября 2005
00:00
Поделиться