Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Черетлĕ Канашлу

Райадминситраци залĕнче структура подразделенийĕсенче ертỹçĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕ Н. Глухов иртнĕ эрнери ĕç- хĕле пĕтĕмлетсе умра тăракан задачăсене палăртрĕ. Паянхи куна районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене мĕнпур лаптăкăн 93 процентне пуçтарнă. Тĕштырă тухăçĕ гектартан 22 центнера яхăн. Хуçăлăхсенче халĕ çĕрулми пухса кĕртме пуçăннă. "Исток" çĕрĕç фирминче сахăр чĕкĕнтĕрĕ пуçтаракан комбайн туяннă. Халĕ ăна ĕçе кỹлнĕ. Хуçалăх ертỹçисем асăннă техникăна йĕркеллĕ тата хута ярса ĕçлеттерсен ытти кооперативсене те пулăшма шантараççĕ.

Аслă Чеменпе Сăкăтра фельшерпа акушер пункчĕсенче çемье врачĕн офисĕсене уçас ыйту тăрать. Çавна май юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Иртнĕ эрнере районти коммуналлă хуçалăх службин ĕçченĕсем нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи хутса ăшăтмалли системăсене тасатса çуса кăларнă. Халĕ çак ĕçе предприятисемпе организацисен çурчĕсенче пурнăçлаççĕ. Котельнăйсене пăхса тухни предприяти хĕллехи сезона япăх мар хатĕрленнине çирĕплетет. Коммульщиксем çĕр кăмрăкĕ турттарас ĕçе пуçăннă.

Структура подразделенийĕсен ертỹçисем Министрсен Кабинечĕн председателĕ С.Гапликов хутшăнса ирттернĕ Шупашкарти канашлупа паллаштарчĕç. Унта хутмалли тапхăра мĕнле хатĕрленни пирки калаçу пынă. Республикăри пурлăх министерстви Канашра ирттернĕ канашлура çĕршĕн аренда тỹлевне пухасси çинчен сăмах пуçарнă.

Райадминистраци социаллă хỹтлĕх пайĕнче ачасене пособипе тивĕçтерес ыйтупа ĕçлеççĕ.

Октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Патăрьелĕнчи перекет банкĕн çĕнĕ çурчĕ хута каймалла.

Районти çул- йĕр ĕçченĕсем Ишлĕ- Ульяновка, Турхан- Анат Тăрмăш çулĕсем çинче ĕçлеççĕ.

Канашлура вырăнти самоуправлени органĕсене суйланма кандидатсене тăратас тата регистрацилес ĕç мĕнле пыни çинчен сăмах хускатнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 сентября 2005
00:00
Поделиться