Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕренỹ керменĕ ачасене кĕтет

 

Патăрьелти 1-мĕш шкулăн кивĕ çурчĕ иртнĕ ĕмĕр палăкĕ евĕр ларать. Кивелнĕскер, сăнне çухатнăскер, вăл шкул ачисен кăмăлне те, учительсемпе район администрацин ыйтăвĕсене те тивĕçтерме пăрахнă ĕнтĕ. Паянхи вĕрентỹ учрежденийĕ урăхла пулмалла. 14 çул каяллах шкулăн çĕнĕ çуртне тума палăртнă, анчах çав тапхăрти лару- тăру мая килмен.

Юлашки 2 çулта шкулăн çĕнĕ çурчĕ капмаррăн çĕкленсе ларчĕ. 3 хутлă вĕренỹ керменĕ 826 ачана парта хушшине йышăнма пултарать. 33 класс- комплект: 2 компьютер класĕ, 2 спортзал пур кунта халĕ. Унсăр пуçне уçă вырăнта стадион та хута каять. Газ котельнăйне те туса пĕтернĕ.

Эпĕ районти вĕрентỹ управленийĕн пуçлăхĕпе Н.С.Маллинăпа калаçатăп:

 -Шкул çĕнĕ вĕренỹ çулне чăнах та хатĕр пулĕ-и.

-Иккĕленме кирлĕ мар. Ачасем нумай çул кĕтрĕç. Кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулне вĕсем çĕнĕ шкулта пуçлĕç. Çуллахи каникулта учительсем те, ачасем те çăвĕпе кунта вăй хучĕç. Çĕнĕ шкул çурчĕ паянхи кун ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтерет.

-Надежда Сергеевна, кивĕ шкул çурчĕ умĕнче Павлик Морозов палăкĕ тăратчĕ. Çĕнĕ шкул умĕнче мĕн пулĕ.

-Павлик Морозова хăй вырăнĕнчен такамсем çĕрле вăрласа кайнă. Халĕ çук вăл унта. Çĕнĕ шкул умĕнче вара фонтан пулĕ.

-1-мĕш вăтам шкул- база шкулĕ пулать, сахал мар ача вĕренме килĕ, терĕр эсир. Ятарлă пĕлỹ илнĕ кадрсем çителĕклĕ-и.

-Учительсем çителĕклех. Аслă категориллисем- 4, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕсем- 2, пенсионерсем те пур- 4. Ытларах- вăтам çулти учительсем. Çамрăксем те сахал мар.

-Наци чĕлхисене вĕрентесси епле пырать.

-Ку шкулти ачасем чăваш, вырăс, тутар чĕлхисене вĕренеççĕ. Пуринпе те уйрăм пỹлĕмсем пур. Районти ытти шкулта та çавах. "Тăван ен культури" предмета шкул программинчен кăларман.

-Шкул библиотекисем пирки юлашки вăхăтра темшĕн манма пуçларĕç. Пĕр- пĕр тĕттĕм кĕтесре, сивĕ вырăнта вĕсем валли пỹлĕм уйăрса параççĕ. Эсир мĕн калăр ку тĕлĕшпе.

-Çĕнĕ шкулта пĕчĕк, тĕттĕм кĕтессем çук. Библиотека валли çутă, ăшă та пысăк пỹлĕм уйăрнă. Унта компьютер та пур.

Патăрьел кунсеренех çĕнелсе- çуталса пырать. Унăн сăнне илемсĕрлетекен юлашки кивĕ çуртсем çухалса пыраççĕ. Çĕнĕ шкул çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасен хаваслă сассипе, шăнкăравпа янраса тăрĕ.. Унччен вара шкула Патшалăх комиссийĕ йышăнмалла. Пур енĕпе те хатĕрлесе çитернĕ- и ăна. Ман ыйтăва район администраци ертỹçи Николай Иванович Глухов хуравлать:

-Классене вĕр- çĕнĕ партăсемпе комплектларăмăр, электричество кĕртнĕ. Шкул тавра клумбăсем, тĕм лартатпăр. Ятарлă контейнерсем çинче ỹстернĕ 200 йывăç (пилеш, çăка, уртăш) хунавĕсене илсе килсе лартрăмăр. Кунта паркпа сад ỹссе çитĕнĕ. Пĕтĕмлетсе каласан шкул çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕр. Тин çеç ятарласа пухăннă ĕçлев комиссийĕ те çакна çирĕплетрĕ. Часах, çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Патшалăх комиссийĕ пулмалла. Эпир кĕтетпĕр.



"Хыпар"
23 августа 2005
00:00
Поделиться