Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кандидатсем сахал-ха

Район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн октябрĕн 16-мĕшĕнче районти хăйтытăмлăх суйлавĕ иртмелле. Унччен вăхăт нумай та юлмарĕ темелле: икĕ уйăхран та катăлчĕ. Суйлав саккунĕсем тăрăх сентябрĕн 6 мĕшĕччен кандидатсем тăратмалли вăхăт пырать. Районти территори суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе пĕр çын та район пуçлăхĕ пулма хут çитермен. Район депутачĕсен Пухăвне лекес текенсем те нумай мар: 24 округ валли пурĕ те 29 çын çеç суйланма хутшăнас тесе пĕлтернĕ (уведомлени панă). Халĕ вĕсем хăйсене валли суйлавçăсем хушшинче алă пустараççĕ. Анат Туçа суйлав округĕпе виçĕ çын депутат пуласшăн, Патăрьелĕнчи 2-мĕш округĕпе виçĕ çын депутата пуласшăн, Патăрьелĕнчи 2-мĕш округра, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа, Шăхаль, Турхан, Тутар Сăкăт округĕсенче икшерĕн. Çав вăхăтрах виçĕ округра пĕр çын та хăйне палăртман.

Поселени пуçлăхĕсене суйланакансем те паянхи куна йышлах мар: пĕрер е икшер çын. Хăш- пĕр çĕрте никамах та çук.

Поселени самоуправлени депутачĕсемпе ĕç- пуç тата та начар. Районĕпе вĕсем 250 яхăн суйланмалла. Кандидат ретне тăрас текенсем вара пурĕ те 18-ăн кăна.

Районти территори суйлав комиссийĕ хальлĕхе мĕнпур документсене хатĕрлесе çитернĕ хзыççăн поселени самоуправлени пуçлăхне суйланма виçĕ кандидата, поселени самоуправлени депутатне суйланма 2 кандидата регистрациленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 августа 2005
00:00
Поделиться