Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕççи хушать хавхаланма

Августăн 18- мĕшĕ тĕлне "Красное Знамя" хуçалăхра мĕнпур пĕрчĕллĕ культурăн аллă процентне пуçтарса илнĕ. Хуçалăх председателĕ П.Никифоров каланă тăрăх, çанталăкĕ малашне те çак кунхи пекех уяр тăрсан ăнса çитĕннĕскерсем начар мар тухăç парĕç. Эпир сĕлĕ лаптăкĕ çинче мăнаçлăх ишсе çỹрекен вĕр çĕнĕ "Дон-1500Б" комбайн умĕнче чарăнтăмăр. Иккĕмĕш хăватлă техника вăл хуçалăхра Н.Чернов çамрăк комбайнер тытса пыраканнине сăкăтсем кăçал тепре туяннă. Ара, унăн усси куç умĕнче- çке: хăвăрт та, тăкаксăр та, тирпейлĕ те ĕçлет.

Иккĕмĕш кун хуçалăхра улма аврине çулатчĕç. 120 гектарта çитĕннĕ кăçал çĕр çимĕçĕ. 4-5 сорт çитĕннĕ вăл. Пурте элита вăрлăхĕсем. Вячеславпа Владимир Давыдовсем çу каçа "иккĕмĕш çăкăр" тухăçăшĕн тăрăшни, ăна агротехникăна пăхăнса çитĕнтерни сая кайман. Пĕр авăртан 11-12 çĕрулми те тухать. Çанталăк ырлăхĕпе вăхăтра усă курайсан 200 центнертан кая тухмалла мар.

-Ял хуçалăхăшĕн кăçалхи пек ăнăçлă кунсем сайра пулаççĕ. Кирек хăш культурăшăн та чун савăнать. Пуçтарса илме çеç май пултăр ĕнтĕ,- тет кооператив ертỹçи Петр Николаевич.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 августа 2005
00:00
Поделиться