Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕренỹ çулне- çĕнĕ шкулта

Кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне Патăрьел районĕнче Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкул хута каймалла. Хальхи вăхăтра унта çĕнĕ йышши сĕтел- пукан вырнаçтараççĕ. Шкула электричество кĕртнĕ, халĕ территорине тирпей- илем кĕртеççĕ. Патшалăх комиссийĕ çĕнĕ пĕлỹ çуртне çурла уйăхĕн 25- мĕшĕнче йышăнма хатĕрленет.

Вăрнар районĕнчи Кỹстỹмĕр ялĕнчи çĕнĕ вăтам шкул çуртне вара патшалăх комиссийĕ ыран йышăнать. Типлă проектпа хăпартнăскер кунта вĕренме килекен ачасене ырă кăмăл- туйăмпа çутă савăнăç парнелесси куç кĕрет.



"Хыпар"
10 августа 2005
00:00
Поделиться