Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял администрацийĕ яваплă

Ялсене хăтлăх кĕртес ыйтупа ял администраци пуçлăхĕсен канашлăвне вырăна тухса ирттернĕ. Хальхинче ăна Хирти Пикшик администрацийĕнче йĕркеленĕ. Кунта 6 ял кĕрет, 1000-е яхăн хуçалăх шутланса тăрать. Курмалли те, пĕлмелли те нумай. Пухăннисем Тикешри хулаша, Именкассинче Аслă Çĕнтерĕве халалласа лартнă парка, Еншикри кану вырăнне, Кĕçĕн Арапуç çывăхĕнче тума тытăннă автозаправка станцине çитсе курнă.

Хирти Пикшик çывăхĕнче темиçе ĕмĕр каялла пытарнă вил тăприсем çине лартнă чул- палăксемпе Асадулла Бурнашев мулла паллаштарнă. Сăмах май, унта мĕн çырнине паянччен те никам та вулайман- мĕн.

Семинар- канашлăва хутшăнакансем Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ, Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланă чухне вилнĕ Г.Козлова хисеплесе лартнă парка уçнă çĕре хутшăннă.

Теори пайĕ Кĕçĕн Арапуçĕнчи культура çуртĕнче пулнă. Ялсенче санитари нормине мĕнле пăхăннине, пушар хăрушсăрлăхĕпе епле кĕрешнине тата ытти ыйтусене пăхса тухнă. Хирти Пикшик ял администрацийĕ халиччен тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, ырă пулăмсене, çитменлĕхсене палăртнă. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Р.Селиванов хутшăннă, сăмах каланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 августа 2005
00:00
Поделиться