Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕлпулусем ăнăçлă иртнĕ

Райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов августăн 3-мĕшĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Енри уйрăмĕн политика канашĕн ларăвне хутшăннă.

Çак кунах Николай Иванович республикăри Финанс министрĕпе Н.Смирновпа курнăçнă. Тĕл пулура Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкула туса пĕтерме кредит илес ыйтăва татса панă.

Строительство министерствин инвестици программисен тата хак лартакан управленийĕн начальникĕпе С.Савельевпа Хурама Тварĕнче, Тутар Тимешĕнче, Сăкăтра тата Турханта газ салатакан сетьсене туса пĕтересси пирки сăмах пуçăрнă.

"Чувашавтодор" предприятийĕн директорĕпе Ш. Ибрагимовпа иртнĕ тĕл пулу та ăнăçлă вĕçленнĕ. Н.Глухов "Первомайск- Сител- Пỹртлĕ", "Первомайск- Анат Тăрмăш- Турхан", "Ишлĕ- Ульяновка" çулсене малалла тăсас ыйтăва хускатнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 августа 2005
00:00
Поделиться