Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăхпа куçа- куçăн

Çуллахи вăхăтра йышлă халăха ятарласа пĕр ушкăна пухма та ансат мар. Утă илмешкĕн вара килĕрен тухаççĕ. Шăпах çав самантра çитрĕ райадминситраци пуçлăхĕ Н.Глухов "Звезда" кооператива. Халăхпа куçа- куçăн тĕл пулса калаçма кăмăллă та пулчĕ. Кунта ватти те, вĕтти те, çитĕннĕ яш- кĕрĕм те пурччĕ. Малтанах хуçалăх ертỹçи В.Кузнецов кун йĕркинчи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Унтан сăмах Николай Иванович илчĕ. Вăл районта паян туса пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вырма ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Хальлĕхе йĕтеме уй- хиртен кашни гектартан 28 центнер тырпул кĕнине палăртрĕ. Вырмапа пĕрлех ытти ĕçсене пурнăçласа пыма сĕнчĕ. Кĕрхи культурăсем акма çĕр, вăрлăх хатĕрлес енĕпе тимлĕхе ỹсетерме каларĕ. Район делегацийĕ Пенза облаçне кайса килнипе паллаштарчĕ. Унти пĕр хуçалăхра чылай пысăк çĕрпе хăватлă тракторсемпе ĕçлесе продукци тухăçне ỹстерме, унăн хăйхаклăхне чакарма пултарнине каларĕ.

Районта çул, çурт- йĕр тăвасси çинче чарăнса тăчĕ. Анат Туçана çатма çул евĕр асфальт сарса çитернине палăртрĕ.

Газификаци те вĕçленнĕ кунта. Çутçанталăк ырлахĕпе пур çемье те усă курма пултарать. Малашлăхра шыв кĕртес ыйтупа ĕçлеме пуçăнмаллине сĕнчĕ.

Тĕрлĕ ыйту хускатрĕ район пуçлăхĕ. Вырăнсенчи самоуправлени органĕсен суйлавĕ çывхарнине пĕлтерчĕ. Тивĕçлĕ кандидатсене тăратма сĕнчĕ. Халăхсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă П.Баранов вара райадминистраци пуçлăхĕ пулма ку созывра та Николай Ивановича хăйĕн кандидатурине тăратма ыйтрĕ. Çакна ыттисем ырларĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 августа 2005
00:00
Поделиться