Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чаплă ỹнерçĕмĕре пуç таяççĕ

Вăрман тăрăхĕнчи имлĕ- симлĕ сывлăша ăша илсе пултарулăх лаççинче туптаннă чăваш ачи, ỹнерçĕ, тĕнчипе ят- сум çĕнсе илнĕ Турхан чăвашĕ Алексей Афанасьевич Кокель 125 çул çитнине халалланă мероприятисем малалла пыраççĕ. Ун ячĕпе тăван ялĕнче çеç мар, районта та, республикăра та, Украинăри ỹнер аслă вĕрентỹ шкулне йĕркеленĕ пулнă май, Харьковри патшалăх дизайнпа искусство академийĕнче тата ытти çĕрте те юбиляр ячĕпе картинăсен куравне йĕркеленĕ, студентсемшĕн наукăпа практика конференцийĕ йĕркеленĕ...

Нумай пулмасть Харьковри патшалăх дизайнпа искусствов академийĕнче вĕренекен студентсем тĕп хуламăра практикăна килнĕ, вĕсем А.Кокель ỹкерчĕкĕсем мĕнле упраннипе кăсăкланнă, хак панă.

Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх ỹнер музăйĕнче А.Кокельĕн 250 картини упранать. Вĕсенчен чылайăшне юсавçăсен алли кирлĕ- мĕн. Чăваш Ене килнĕ май, реставраторсем художник çуралнă тăрăхпа паллашнă. Хăнасене район администрациĕн пуçлăхĕ Н.Глухов кĕтсе илнĕ. Николай Иванович ку тăрăхра авал I Петĕр патшан карап тăвакан хырсен лесничестви пулни, унăн историйĕ Кокельпе çыхăнни çинчен пĕлтернĕ. "Кокель" хушамат хăйсене сăйланă "кукăль" сăмахран пулса кайни те тĕлĕнтернĕ ютсене.

Харьковран килнĕ тусăмăрсене Кокель художникăн çĕршывĕ те кăмăла кайнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 августа 2005
00:00
Поделиться