Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кỹршĕсен ĕç опычĕпе паллашрĕç

Райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глуховпа ял хуçалăх управленийĕн ертỹçи М.Калмыков Тутарстан республикинчи Пăва районĕнче пулчĕç. Кỹршĕсем çĕр ĕçĕпе тăрăшса вăй хурса пысăк тухăçлă ял хуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ. Çуллахи вăхăтра йỹнĕ апатпа ĕнесенчен ытларах сĕт сăваççĕ, самăртакан ушкăн йĕркеллĕ ỹт хушса пырать. Пĕрлех строительство ĕçĕсене анлăн сараççĕ. Район республикăра чи пысăк тухăç илекеннисенчен пĕри. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ сахал мар çитĕнтереççĕ. Пылак çимĕçе туса илессипе юлашки çулсенче эпир те ĕçлеме пуçăнтăмăр. Пĕлтĕр ăна пуçтарса кĕртме Сабински районĕнчи комбайнсем пулăшнăччĕ. Çакнашкал пулăшу кăçал та пулать. Специалистсем "Колос", "Урожай", "Родник" хуçалăхсене килме шантарнă. Пăва районĕ пĕчĕк мар. Унта 35 ял хуçалăх предприятийĕ шутланса тăрать. 42 фермер хуçалăхĕ тĕрлĕ продукци çитĕнтерет. Районта 47 пин çын пурăнать. Вĕсенчен 62 проценчĕ- тутарсем, 23 проценчĕ- чăвашсем, 15 проценчĕ- вырăссем. Çак районпа халиччен те çыхăнура пурăннă. Пăва урлă Патăрьелĕнчен Хусана маршрутлă автобус çỹренĕ. Пĕр вăхăтра вăл чарăннă. Халĕ рейса çĕнетесшĕн.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2005
00:00
Поделиться