Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Черетле лару

Июлĕн 28-мĕшĕнче райадминистраци залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ тăваттăмĕш (2005ç.) ларăвĕ пулса иртнĕ. Пуçланас умĕн район пуçлăхĕ Н.Глухов умра тăракан задачăсене çивĕчлетнĕ. Кун йĕркинче пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш тата тăваттăмĕш ыйтусем тăрăх саккунлăх, право йĕрки, вырăнти самоуправлени тата депутат этики енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председателĕ В.Салмин вырăнти самоуправлени суйлавне йĕркелес пирки пĕлтернисене итлесе Пуху тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Вĕсем паянхи номерте пичетленеççĕ. Пиллĕкмĕш ыйтупа экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕн çумĕ П.В.Селиванов çĕр налукĕ çинчен доклад тунă, Федераци ятарлă саккунĕсемпе килĕшỹллĕн, 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа район территоринче çĕнĕ çĕр налук нормисене çирĕплетнĕ, унччен ку ыйтăпа кăларнă решенине хушăмсем тата улшăнусем кĕртнĕ. Капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕн М.Валитов пĕлтернине шута илсе Пуху районта автомобиль транспорчĕпе илсе çỹрессине йĕркелемелли Положени çирĕплетнĕ. Пуху социаллă пулăшу сферинчи хăш- пĕр муниципалитет пурлăхне республика харпăрлăхĕ çине куçарма йышăннă, награда ыйтăвне пăхса тухнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2005
00:00
Поделиться