Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

АРИС хыпарĕсем

 Вырмана кăçал пуçласа сăкăтсем тухрĕç. Кунта 110 гектар тĕш- тырă вырнă, 25-не çапса тĕшĕленĕ. "Уй- хир карапĕсем" Ленин ячĕллĕ çĕрĕç фирминче, "Труд", "Чишма", "Гвардеец", "Тойси" хуçалăхсенче те хĕрỹ ĕçе тытăнчĕç. Алманчăсем 50 гектар тулла вырнă. "Батыревский" пĕрлешĕвĕн тырпулĕ те пиçсе çитнĕ: 93 гектар кĕрхисене вырнă. Районĕпе пурĕ 388 гектар вырнă, 55 тĕшĕленĕ. Ытти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç пырать. Районĕпе 18552 тонна сенаж хунă. 7545 тонна утă хатĕрленĕ. 2628 тонна силоса таптаса пусарăнтарнă. Кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Пурĕ 2761 гектар сухаланă. Ленин ячĕллĕ çĕрĕç фирминче тулла пухса çапма пуçланă. Н.Пахомовпа Н.Петров комбайнерсем 30 гектарне çапса тĕшĕленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2005
00:00
Поделиться