Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кун йĕркинчи ыйтăвах

Пăлапуç Пашьелĕнче 240 хуçалăх паян çутçанталăк ырлăхĕпе- газпа усă курать. Унăн çăмăллăхĕпе ансатлăхне иртнĕ хĕллехи тапхăрта туйнисем чăнласах та савăнса пĕтереймеççĕ. Пытрама кирлĕ мар, малтанласа çак çĕнĕлĕхе чылайăшĕ чун патне хурса йышăнаймарĕç, ĕненмерĕç. Халĕ, акă, юлашкинчен иккĕленсе юлнисем те çитес сезонта вут- шанкă хутмасăр хĕл каçасшăн. Çавăнпа та вĕсем те кил- çуртĕнче шалти ĕçсене хатĕрлесе çитерчĕç, сиделкисене ларттарчĕç. Малашне вара ялта пĕччен пурăнакан 90 карчăкпа стариксем çурчĕн мăйрисенчен çеç вут- кăмрăк тĕтĕмĕ тухĕ.

Кунсăр пуçне кăçал администрацинчи социаллă- культурăллă, вĕрентỹ, суту- илỹ объекчĕсене те газпа çыхăнтарасшăн. Ун хыççăн вара ял клубĕсенче те, шкулта та, магазинта та, медпунктра та, почтăра та кăвак çулăм хĕмленĕ. Ку тĕлĕшпе чылайăшĕнче ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 июля 2005
00:00
Поделиться