Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турхан хăна кĕтет

Патăрьел районăн сумне ку тăрăхра çуралса ỹснĕ вун- вун çын çĕршыв, респблика умĕнче тата çỹлерех çĕкленĕ. Вĕсенчен пĕри- паллă художник, график, профессор, СССР Художниксен союзĕн членĕ А.А.Кокель. Вăл çуралнăранпа 125 çул çитнине чыслăн паллă тăвас тесе ентешĕсем юбилей кунĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртаççĕ.

Алексей Афанасьевичăн тăван ялне_ Турхана- утă уйăхĕн 23- мĕшĕнче художник хăйĕн юлашки кунĕсене пурăнса ирттернĕ Харьков хулинчи дизайнпа ỹнер институчĕнчен (Кокель кунта нумай çул студентсене вĕрентнĕ) тата тăван республикăмăрăн тĕп хулинчен пысăк делегацисем килсе çитмелле.



"Хыпар"
21 июля 2005
00:00
Поделиться