Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Усси чăнах та пур

Иртнĕ эрне кун Патăрьелĕнче "Август" фирма кăларакан хими препарачĕсен эффективлăхне пăхассипе семинар- канашлу пулнă. Унта ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ М.Калмыков, фирма представителĕ С. Милецков, пĕрлех Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенчи çĕр- ĕç производствин ертỹçисем хутшăннă.

Юхма тăрăхĕнче вырнаçнă кооперативсем иккĕмĕш çул "Август" кăларакан препаратсемпе усă кураççĕ. Пĕлтĕр сахăр кăшманĕнĕ лаптăкĕнче кăна унпа ĕçленĕ пулсан, кăçал тĕш- тырă, çĕрулми тата ытти культурăсене те сапнă. Канашлăва хутшăннисем "Исток", "Батыревский" тата "Красное Знамя" хуçалăхсене çитсе курнă, гербицидсен, им- çамсен эффективлăхĕпе паллашнă, усси чăнах та пуррине палăртнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 июля 2005
00:00
Поделиться