Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем лайăхпа палăрнă

Район администрацийĕн команди патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен IV спартакиадин черетлĕ ăмăртăвне хутшăннă. Пирĕн спорт тусĕсем триатлон, хутăш эстафета, автомобиль çỹретес енĕпе тата поварсен конкурсĕнче хутшăннă.

Автомобиль çỹретессипе район пуçлăхĕ Н.Глухов, райадминистраци водителĕ С.Раськин, Тăрăн ял пуçлăхĕ А.Илюткин ăнăçлă ăмăртнă.

Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селивановран, Пикшик ял администрацийĕн специалисчĕ Л.Базманкинаран, райадминистраци пай пуçлăхĕнчен С.Торговцевран тăракан команда хутăш эстафетăра вăй виçнĕ, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Триатлонпа район чысне РУО пуçлăхĕн çумĕ Н.Афанасьев хỹтĕленĕ.

Командăна хавăн пекех "Савнипе хỹшĕре те çăтмах" номинацире дипломпа наградăланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 июля 2005
00:00
Поделиться