Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыйтусене çивĕчлетнĕ

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе черетлĕ канашлу пулнă. Юхма тăрăхне тĕп хуларан килнĕ флюорографи бригади Первомайски тата Хирти Пикшик енче пурăнакансене тĕрĕсленĕ. Ку эрнере Турхан участок больницине çỹрекенсем хăйсен сывлăхне пăхтарма пултараççĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больница врачĕ Н.Тинюков пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çăмăллăхсемпе усă куракансене тĕрлĕ эмел 3,5 миллион тенкĕлĕх панă. 2004 çулта 4 миллион тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Иртнĕ эрнере райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Н.Суслоновапа тĕл пулнă. 2006 çулта тĕп больница çумне хушма çурт тăвассине республикăри инвестици программине кĕртес ыйтăва татса панă. Районти 7-мĕш професси училищи федераллă шайран республика бюджечĕ çине куçнă май, Н.Глухов хĕллене валли хутмалли сезона тĕплĕн хатĕрленмелли, котельнăйсене газ çине куçармалли пирки çине тăрса ĕçлемеллине каланă. Иртнĕ эрнере ветерансен çуртĕнче тăрăшакансен канашлăвĕ пулнă. Вăл Кзыл Чишмари ватăсен вăхăтлăх пурăнмалли базинче иртнĕ. Çуртсене аслă çултисене йышăнас, хăрушсăрлăх техникине пăхăнас тата ытти ыйтусене те пăхса тухнă. Июлĕн 11- мĕшĕ тĕлне 192 ача çуралнă, 108 арçын ача, 84 хĕр ача. Пĕлтĕр вара 250-па танлашнă. Патăрьелĕнчи халь хута яракан 1-мĕш шкул умне тирпей- илем кĕртес тĕллевпе территоринчи лаптăка чечек- курăксем лартма район центрĕнче вырнаçнă предприятисем хушшинче пайланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 июля 2005
00:00
Поделиться