Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Центр пулăшать

           Паянхи кун 15 çула çитмен 880 ача хăйсен сывлăхне шкулсенчи ĕçпе кану лагерĕсенче çирĕплетет. "Цивиль", "Чайка", "Звездный", "Янтарный" лагерьсенче канакансем пур. Ачасен çуллахи вăхăтне усăллă ирттерес тесе сахал мар тăрăшать патшалăх. Сывлăх енчен хавшакраххисене вара социаллă страховани урлă "Жемчужина" лагере яраççĕ. Çитĕнекен ăрăва усăллă ĕçе хăнăхтарас енĕпе районти ĕçе вырнаçтаракан центр пулăшу кỹрет. Ỹркенменнисемшĕн кунта çулталăк тăршшĕпех тỹлевлĕ ĕç пур. Акă, февраль- март уйăхĕченче 26 ача вăрçăпа ĕç ветеранĕсене юр тасатма, хуçалăхри ытти ĕçсене тума пулăшрĕç. Чылайăшĕ кивĕ хут пуçтарчĕç. Кăçал центр урлă 480 ачана ĕçпе тивĕçтернĕ. Вăхăтлăха ĕçсĕр юлнă ашшĕ- амăшĕсен ачисем çине пысăк тимлĕх уйăрнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 июля 2005
00:00
Поделиться