Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турханта каштансем кашлĕç

          Патăрьел районĕнче Турханта çуралса ỹснĕ тыл ветеранĕ Анна Андреевна Базунова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче пилĕк ывăлне фронта ăсатнă. Вĕсенчен виççĕшĕ çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе çапăçу хирне выртса юлнă. Миша- Смоленск облаçĕнче, Алексей Ленинград блокадинче пуç хунă. Анчах Всеволод ăçта вилни халичченех паллă пулман. Çакна пĕлме кинемие Мускавра кăларнă "Всероссийская книга памяти" кĕнеке пулăшĕ. Каччă 1942 çулта Воронеж облаçĕнчи Кантемировка ялĕшĕн пынă хаяр çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупнă иккен. Анна Андреевна унта çитсе салтак масарĕ çинче пулнă, унти тăпрана тата каштан хунавĕсене илсе килнĕ. Ăна тăванĕсемпе çывăх çыннисем тăван ялĕнче кĕтсе илнĕ.

          Вĕсем пурте пĕрле Всеволод канлĕх тупнă масар тăприне ялти масара хунă. Унта тата ялти палăк умне каштан хунавĕсем лартнă.



"Хыпар"
08 июля 2005
00:00
Поделиться