Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Таврăнайманнисемшĕн пуç тайрĕç

Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланнă кунхине, 22-мĕшĕнче, райадминистраци залне ветерансем пуçтарăнчĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов, ветерансем Асăнупа хурлăх кунĕнче пирĕн ырă пурнăçшăн çутă малашлăхшăн ĕмĕрне татнă салтаксен канлĕхĕшĕн пуç тайрĕç. Районти ветерансен канашĕн председателĕ В.Владимиров çав хăрушă кунсен историне, салтаксен чăтăмлăхĕ. Паттăрлăхĕ пирки калаçу пуçарчĕ. Ун хыççăн ветерансем Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 июня 2005
00:00
Поделиться