Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шыва кĕни инкек ан кỹтĕр

Кăçалхи çуллахи тапхăрта çынсем шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тесе райадминистраци пуçлăхĕ Н. Глухов ятарлă хушу кăларнă.

Çак тĕллевпе ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем шыв хĕррине канма йышлăн пухăнакан вырăнсене 16-22 сехетсем хушшинче администраци представителĕсене кашни кунхи дежарство йĕркелемелле. Ку ĕçе шывпа усă кураканпа тата обществăлла организацисемпе килĕшсе йĕркелемелле. Медицина персоналсене те явăçтармалла. Вĕренỹ учрежденийĕсенче "Шыв çинчи хăрăшсăрлăхшăн" ятпа уйăхлăх ирттерни кирлĕ тесе йышăннă. Шыва кĕмелли вырăнсенче асăрхатаруллă щитсем, плакатсем çакмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 июня 2005
00:00
Поделиться