Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Раççей шайĕнче пичетленĕ

 "Волга- Бизнес" журналăн пиллĕкмĕш номерĕнче Чăваш Республикине самаях пысăк вырăн панă. Чăваш Ен хăйĕн шайне тăтăшах ỹстерсе пыракан регион пулнине яр-уççăн кăтартса материал пичетленĕ. Унта Республика Президенчĕ Н.Федоров республика ỹсĕмĕпе паллаштарнă, унăн экономики çинче чарăнса тăнă, газ кĕртесси, пурăнмалли çурт- йĕр тăвасси мĕнле пынине çутатнă, сывлăха сыхлас, вĕрентỹ, культура ỹсĕмĕсемпе паллаштарнă. Çакăнтах Республика Президенчĕ Н.Федоров Патăрьелĕнчи Мухтав орденĕн тулли кавалерне А.Табакова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерỹ тунранпа 60 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕпе чысланă самантри сăнỹкерчĕк те пичетленнĕ. Раççей пĕлтерĕшлĕ изданире юхмаенсене вырăн пани чыслах çав ĕнтĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 июня 2005
00:00
Поделиться