Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни кун пултăр ĕçлĕ

Райадминистрацинче тунтикун администраци структура подразделенийĕсен ертỹçисен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ. Унта эрнере тунă ĕçсене пăхса тухнă, çывăх вăхăтра пурнăçламаллисене палăртнă.

Çак кунсенче Шупашкартан куçса çỹрекен икĕ флюорографи станцийĕ халăх сывлăхне тĕрĕслеме икĕ эрнелĕхе килмелле. Вĕсем кашни ялтах пулĕç.

Иртнĕ кунсенче районти криминаллă лару- тăру лăпках тăман. Çунтармалли- сĕрмелли материалсене, сотовăй телефонсене вăрланă тĕслĕхсем нумай. Суррогатпа наркăмăшланнă тĕслĕх те пур.

РОВД начальникĕ Н.Ванин ертсе пынипе райшалĕçпай ветеранĕсем республикăри Шалти ĕçсен министерстви 85 çул тултарнине паллă тунă çĕре хутшăннă. Вырăнта та савăнăçлă уяв йĕркеленĕ.

Пурăнмалли çурт- йĕрпе комуналлă хуçалăх предприятийĕ Шăнкăртамри Нариман урамĕнчи нумай хваттерлĕ çурт тăррине ку эрнере юсама планланă. Котельнăйсене те хĕле валли хатĕрлеме тытăннă. Райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов ку ыйтăпа çине тăрсах вăй хумаллине каланă. Çавăн пекех ялсене, район центрне хăтлăх кỹресси пирки пикенчех ĕçлемеллине пĕлтернĕ.

Июнĕн 22- мĕшĕнче сахал тупăшлă тата ăнăçсăр çемьесенчи 17 ача Çĕрпỹ районĕнче вырнаçнă сывлăха çирĕплетекен "Звездный" кану лагерьне 2-мĕш сменăна сипленме кайнă. Район территорийĕнче те 23 ĕçпе кану лагерьне йĕркеленĕ. Унта 700 яхăн вĕренекен çỹрет.

Ĕнерхи кун тĕлне 177 пепке çуралнă, ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 53 сахалрах. Мăшăрланакансен йышĕ 8 нумайрах: 138.

Кăçал Пăлана тỹрлетессипе те тăрăшаççĕ. Каншел тата Кивĕ Ахпỹрт ялĕсенче халь техника шавĕ тăрать. Çывăх вăхăтрах тата 3 çĕрте пуçăнма палăртнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 июня 2005
00:00
Поделиться